Раҫҫейре тата унӑн тулашӗнче пулса иртекен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хутшӑнасси Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӑй хуракан преподавательсемшӗн тата унта ӑс пухакан студентсемшӗн ырӑ йӑла пулса тӑчӗ ӗнтӗ. Вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпе ӑҫта кӑна ҫитсе курмаҫҫӗ пуль вӗсем — Анкара (Турци), Мускав, Хусан, Ӗпхӳ, Ижевск, Сыктывкар, Йошкар-Ола, Глазов т.ыт. Ку хутӗнче вара Алапӳне (тутарла Алабуга, вырӑсла Елабуга) «парӑнтарчӗҫ» ӑсчахсем. Вӗсем юпан 5-6-мӗш кунӗсенче Алапӳри патшалӑх педагогика университечӗн тутар тата шайлаштаруллӑ филологи факультетӗнче «XXI ӗмӗрти тӗрӗк пӗлӗвӗ: тӗпчевсем тата проблемӑсем» ятпа халӑхсем хушшинче иртекен III тюркологи конференцине хутшӑннӑ. Тӗрлӗ хуласенчен (Мускав, Хусан, Ӗпхӳ, Шупашкар, Ҫырчалли, Алапӳ) пухӑннӑ тӗпчевҫӗсем пӗтӗмӗшле илсен тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхипе, литературипе, культурипе, историйӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатрӗҫ, вӗсене кар тӑрса, пӗрлешсе ӗҫлесе кӑна татса парасси пирки калаҫрӗҫ.
Авӑнӑн 29-мӗшӗпе юпан 1-мӗшӗсенче Хусанти патшалӑх университетӗнче «Сопоставительная филология и полилингвизм» ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Конференци ӗҫне пирӗн факультет ӗҫченӗсем те хутшанчӗҫ. В.Г. Родионов профессор «История национальной литературы в свете компаративистских подходов», А.Ф. Мышкина профессор «Художественно-философское толкование смерти в литературах народов Урало-Поволжья», И.В. Софронова доцент «Саки-наме в чувашской поэзии 20-30-х гг. ХХ в.» темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ. Паянхи литература пӗлӗвӗнче литература историне танлаштаруллӑ тата шайлаштаруллӑ аспектсем тӗлӗшӗнчен тишкерни актуаллӑ ыйтусенчен пӗри шутланать. Тутар тата чӑваш тӗпчевҫисем хӑйсен доклачӗсенче ӑслӑлӑхра пӗрле хутшӑнса ӗҫлеме кирлине палӑртрӗҫ, кунашкал конференцисене тата та йӗркелес тесе йышӑну турӗҫ.
Паян, авӑнӑн 27-мӗшӗнче, чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче уяв иртрӗ. Пӗрремӗш курса вӗренме кӗнӗ студентсене аслӑрах курса ҫитнисем хӑйсен йышне илчӗҫ. Ҫак пулӑма ҫулленех пысӑк уяв пек паллӑ тӑвасси факультетра тахҫанах йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Студентшӑн иккӗмӗш кил вырӑнне пулса тӑнӑ «альма матер» пӗрремӗшсемшӗн те ют ан пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ аслӑ курса ҫитнисем. Лилия Тестова (3 курс) тата Алексей Еразумов (2 курс) ертсе пынипе студенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Кунта хаваслӑ юрӑ та янӑрарӗ, тухӑҫ, инди, тутар, чӑваш ташши те тыткӑна илчӗ, сӑвӑ та кӗрлерӗ. Пӗрремӗшсем аслӑ курса ҫитнӗ студентсем пекех маттур пулнине пӗтӗм чун-кӑмӑлтан ӗнентерчӗҫ.
Авӑнӑн 20-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренекен кӗҫӗн курсри студентсем факультетра нумай ҫул хушши ӗҫленӗ преподавательсемпе, Г.Ф. Юмартпа тата Е.С. Сидорова фольклористсемпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Тӗлпулӑва йӗркеленӗ Г.Г. Ильина доцент вӗренекенсене малтанах хӑнасемпе паллаштарчӗ, чӑваш фольклористикин аталанӑвӗнче вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑк пулни ҫинчен каласа хӑварчӗ.
Е.С. Сидорова фольклора тӗпчес, пуҫтарас ӗҫпе 50 теҫетке енне ӗҫлет. Ӑна чӑваш халӑхӗн такмакӗсем, юмахӗсем, йӑла-йӗрки кӑсӑклантарать. Юрӑ жанрне юратнӑ пулин те вӑл йӑла юмахӗсене тӗпчесе диссертаци ӗҫӗ хӳтӗлет. Малашнехи тӗпчев ӗҫӗсенче фольклорпа ҫыруллӑ литература хушшинчи хутшӑнусене тишкерет.
Халӗ Е.С. Сидорова тивӗҫлӗ канура, Мускавра хӗрӗ патӗнче пурӑнать. Тӑван тӑрӑхран, халӑхран инҫерех пулин те, вӑл юратнӑ ӗҫе алӑран ямасть-ха. Кӑҫал ҫеҫ чӑваш поэзийӗн классикӗ К.В. Иванов юбилейӗ тӗлне Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи чӑвашсем хушшинче вӑл пуҫтарса хатӗрленӗ «Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗсем» кӗнеке тухрӗ.
Авӑн уйӑхӗн ҫиррӗммӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем пултарулӑх конкурсӗнче тупӑшрӗҫ. Ҫамрӑк хӗрсен юрри-ташшине А.С. Егорова декан ҫумӗ тата А.Шадриков, 4 курс студенчӗ хакларӗҫ.
Анастасия Владимирова куракансене хӑй ҫырса кӗвӗленӗ юрӑпа тата хӑй сӑввипе савӑнтарчӗ. Ольга Семеновӑн чӑваш тата Анастасия Черновӑн Инди ташшийӗсем пурне те килӗшрӗҫ. Куҫ илми сӑнарӗҫ вӗсен кашни хусканӑвне преподавательсемпе студентсем. Хӗрсем ҫӑмӑллӑн ташланине А.С. Егорова кайӑк вӗҫӗпе танлаштарчӗ. Ыттисем те кӗвӗ-ҫемӗпе килӗшӳллӗн алли-урисене хускатмасӑр чӑтаймарӗҫ.
Надежда Ильина А.С. Пушкинӑн «Татьяна Онегин патне ҫырнӑ ҫырӑва» илемлӗ вуласа пачӗ.
Ытти хӗрсем те питӗ маттур пулчӗҫ. Турӑ пани пурах вӗсенче. Пултарулӑх ҫӑлкуҫ пек тапса тӑрать. Никӗсӗ пур пулсассӑн малалла аталантармалли ҫеҫ юлать. Ахальтен мар О.И. Печников: «Вӗрентекенсем пур чухне вӗренӗр. Пур ҫӗре те ӗлкерме тӑрӑшӑр», — терӗ.
Ӑнӑҫу, вӑй-хал, ӗҫченлӗхпе чӑтӑмлӑх сунатпӑр пӗрремӗш курс вӗренекенӗсене!
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче университет ректорӗ В.Г. Агаков профессор ҫӗнӗ корпусра вӗренекен студентсемпе тӗл пулу ирттерчӗ. Ректор зала пухӑннисене, уйрӑмах 1-мӗш курссене, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламларӗ, ҫитӗнӳсем тума сунчӗ. Ҫӗнӗ курпусра юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Тин кӑна филологсемпе историксем вӗренекен 5 хута строительсем илем кӗртсе пӗтерчӗҫ. Ректор ҫакӑн пек юсав ӗҫӗсем ытти хутсенче те пуласса шантарчӗ. Тирпейлӗ те хӑтлӑ пӳлӗмсене ҫӗнӗ техника хатӗрӗсем илем кӳрӗҫ, вӗренӳре пулӑшса пырӗҫ. Ҫавӑн пекех, В.Г. Агаков студентсен пурнӑҫӗпе те кӑсӑкланчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Ятлӑ стипендисене хута ярас, ытти вузсене тӗрлӗ конференцисене тухса ҫӳрес тата ытти ӗҫсенче пулӑшма шантарчӗ. Авӑн уйӑхӗнче пур студента та стипенди парса хавхалантарасси пирки пӗлтерчӗ. Тӗлпулу савӑнӑҫлӑ концерпа вӗҫленчӗ.
Авӑнӑн 1-мӗшӗ — пӗлӳ тӗнчинче вӑй хуракансемпе тӗрлӗ ҫӗрте вӗренекенсен уявӗ кӑна мар тӗрӗссипе. Пиртен кашниех хӑй вӑхӑтӗнче шкул сукмакне такӑрлатнӑ, ҫавӑнпа пурте ӑна уяв пек йышӑнма пултараҫҫӗ. Университет та Пӗлӳ кунне ҫулсерен чыслӑн уявлать. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчӗн студенчӗсемпе преподавателӗсем кӑҫал та туслӑ йышпа пӗрремӗш курса вӗренме кӗнӗ студентсене саламларӗҫ, чи пӗрремӗш сумлӑ документа, студент билетне, пачӗҫ. Вӗренме кӗнисене факультетӑн пултаруллӑ юрӑҫ-студенчӗсем хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе пӗтӗм кӑмӑлтан чыс турӗҫ.
Нумай пулмасть И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ тепӗр кӗнеке ҫутта кӑларнӑ. Ӑна А. Алексеева‚ Г. Ильина‚ Е. Сидорова‚ Г. Тимофеева‚ К. Иванов‚ Я. Ухсай‚ П. Петров-Туринке‚ Ф. Вуколов-Эрлик‚ П. Федоров-Минюк‚ учительсемпе студентсен материалӗсем тӑрӑх калӑпланӑ.
«Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗсем» кӗнеке мӗнпе тӗлӗнтерет? Жанрсен пуянлӑхӗпе тата кашни жанрпа нумай тӗслӗх пухма пултарнипе. Урӑхла каласан‚ ҫӗр ҫул хушшинче пӗр пысӑках мар чӑваш ялӗнчех тӗпчевҫӗсем фольклорпа энциклопеди материалӗсене нумай пухма пултарнӑ. Эпӗ ӑна алла тытрӑм та — вуласа пӗтериччен чарӑнаймарӑм. Вӑйӑ‚ салтак‚ ӗҫкӗ-ҫикӗ‚ ҫамрӑксен юррисем‚ халӑх прози (халапсемпе легендӑсем)‚ юптарусем‚ йӑла-йӗрке поэзийӗ…
Халӑх пурнӑҫӗнче юрӑ-ташӑ‚ вӑйӑ‚ калаҫу чӗлхи‚ йӑла-йӗрке ӗмӗр-ӗмӗр шутсӑр пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Кашни йӑла‚ уяв — хӑйне евӗр театр‚ илемлӗ фильм валли хатӗрленӗ сценари‚ ытарайми спектакль.
Ҫӗртмен 15-16-мӗшӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗренекен студентсем диплом хӳтӗлерӗҫ.
Кашни хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн хатӗрлеме тӑрӑшни сисӗнчӗ — комиссире ларакансем кӑна лайӑх курчӗҫ. Кашни студент диплом ӗҫне хӳтӗленӗ май вӗренӳ вӑхӑтӗнче мӗн-пур пухнӑ пӗлӗве кӑтартрӗ.
Комисси пайташӗсем чылай диплом ӗҫӗ ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ. Вӗсем кашни студента диплома ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӳ ятпа саламларӗҫ, малашлӑхри пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Сӑнӳкерчӗксем (автор В. Милютин)
Виҫӗ уйӑх ытла пуҫлӑхсӑр пурӑннӑ институтра тинех ҫӗнӗ директора лартнӑ — ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑл вырӑна филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи Исаев Юрий Николаевич йышӑнать.
Малтан, Григорьев Валерий Сергеевич (истори ӑслӑлӑхӗн тухтӑрӗ) кайсан пуҫлӑх вырӑнӗ пушаннӑ хыҫҫӑн, директор ӗҫне Харитонова Валентина Григорьевна туса пынӑччӗ.
Юрий Николаевич маларах Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Халӗ вара Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне ертсе пырӗ.
Юрий Николаевич Патӑрьелсем, Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1969 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1986 ҫулта ялти шкулта ӑс пухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренме кӗнӗ. 1989 ҫулта ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ. 2002 ҫулта «Чувашские эмотивные антропосемизмы и их синонимические ряды (пейоративное семантическое поле «человек»)» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |